Ӳсӗр чухне темӗн те пулать вӗт. Етӗрнере пурӑнакан хӗрарӑм, ӳсӗрскер, йӑнӑшпа уксус ӗҫсе пульницӑна лекнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
63 ҫулти хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер 22 сехетре эрех ӗҫес тенӗ те уксус кӗленчине ярса тытнӑ. Унӑн пырӗ ҫав самантрах пиҫсе кайнӑ. Ӑна районти пульницӑна часрах ӑсатнӑ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кунашкал пӑтӑрмах Вӑрмар районӗнче те пулнӑ. 43 ҫулти хӗрарӑм та эрех ӗҫес тесе йӑнӑшпа уксус кӗленчине тытнӑ. Вӑл килӗнче 20 грамм ҫутӑ шӗвек тупнӑ, анчах вӑл уксус пулнине ҫӑвара хыпсан ҫеҫ пӗлнӗ. Тӑванӗсем пӗр тӑхтамасӑр васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Ку эрне вӗҫӗнче, шӑматкун, Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупӗҫ. Мероприяти «Северная» тата «Николаевски» суту-илӳ комплексӗсен лапамӗсенче пулӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӑ.
Унта пыракансене чылай савӑнӑҫлӑ пулӑм кӗтет. Викторинӑсем ирттерӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнепе хавхалантарӗҫ. Пахча ҫимӗҫӗ тата улма-ҫырлана эрешлесе касас енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ.
Аса илтерер: «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗпе туянма пултарнӑ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк, Вӑрмар, Вӑрнар районӗсенчи аграрисем хӑйсен продукцине сутнӑ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче паян пӗр уйрӑм хуҫалӑхра чӑваш юписен комплексне уҫрӗҫ. Чаплӑ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пычӗ. Кил хуҫин йӑхне пиллерӗҫ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ.
Кил хуҫи, Туринке Юрий Данилович (хӑй каланӑ тӑрӑх Маргарита Туринке унӑн аппӑшӗ пулать) ҫак юпасен комплексне уҫма мӗн сӑлтавлани пирки каласа пачӗ. Пӗрремӗшӗ — мӑнукӗсемпе ачисене тӑван халӑх культурипе ҫыхӑнтарас тени. «Шел те, хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн ҫинчен ытлашшиех пуҫ ватман ҫав. Ҫамрӑк чухне, ҫулланса ҫитсен те ытларах ҫемьене тӑрантарасси пирки шухӑшланӑ, ачасене чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмалли пирки сахал шутланӑ тата вӑхӑт тупайман. Ачана та чӑвашла калаҫма вӗрентеймерӗм. Халь тин, 50 урлӑ каҫсан ҫеҫ, тӑван чӗлхе тата тӑван халӑх культурин пӗлтерӗшне туйса илтӗм. Ҫак юпасен комплексӗ вӗсен чунӗсенче чӑвашлӑха вӑратасса шанса тӑратӑп. Мӑнуксене те тӑван чӗлхене вӗрентесех тетӗп», — пӗлтерчӗ кил хуҫи. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Ҫӗрпӳри этнокомплексри юпана пупсем хистенипе кӑларса пӑрахтарни (хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри юпана тепӗр чӑваш укҫалла туянса хӑйӗн картишне лартнӑ).
Вӑрмар район администрацийӗн специалистӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк хӗрарӑма улталанӑшӑн айӑпласшӑн. 28 ҫулта ҫеҫ пулин те ҫакскер кукӑр-макӑр та пӑрӑнӑҫ ҫулпа кайма шут тытнӑ. Ют ҫыншӑн мар, асламӑшӗшӗн (тен, кукамӑшӗшӗн-ши... Чӑваш Енӗн пресс-служби «бабушка» тенӗ те).
Ҫамрӑкки ваттине юхӑнакан ҫуртра пурӑннӑ пек туса хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшнӑ. Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫывӑх ҫынни ҫапла майпа кӗҫех виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнӑ. Ҫапла хӑтланса Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял тӑрӑхне 1 миллион та 300 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Килшӗн тӑрӑшакан специалист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса суда ярса панӑ. Кунпах ҫырлахасшӑн мар-ха пакунлисем: хваттере муниципалитета партарасшӑн.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев
умлӑ-хыҫлӑ икӗ кун республикӑн муниципалитечӗсенчи пуҫлӑхсемпе тӗл пулнӑ.
Авӑн уйӑхӑн 6-мӗшӗнче Правительство ҫуртне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Александр Осипова, ӗнер Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Васильева йыхравланӑ. Муниципалитет пуҫлӑхӗн пуканне вӗсем иккӗшӗ те хальтерех йышӑннӑ.
Аса илтерер, Андрей Васильев Вӑрмар район администрацине авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе ертсе пырать. Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма тӗв тунӑ кандидатсем хушшинче Петр Айвенов ятлӑ ҫын та пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каҫал тӑрӑхне Александр Осипов ҫак уйӑхран ертсе пыма пуҫлассине те сайт хыпарланӑччӗ.
Паян Чӑваш Енре «Космос открытки» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Акцие Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ Андриян Николаев летчик-космонавт космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине тата чӑваш ятне тӗнчене ҫӗкленӗ енешӗмӗрӗн Шуршӑлти комплексне уҫнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи тата Шупашкарти 3 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи 87 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен 16 ҫулти Арина Кузьмина ӗҫне тӳресем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Ӑна тӗпе хурса почта открытки хатӗрлӗҫ. Маттур ачана тата лайӑх ӗҫ тесе йышӑннисене паян Шуршӑлти СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗнче чысланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 18 сехет тӗлне Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫемьере чутах инкек пулман. 1 ҫул та 9 уйӑхри ача килӗнче уксус тупнӑ. Хайхискер ӑна уҫнӑ та хӑйӗн ҫине тӑкса янӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскере районти тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Полици ӗҫченӗсем аслисене асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ. Килте уксус йышши япаласене ачасем ҫитеймен вырӑнта упрама чӗнсе калаҫҫӗ. Унсӑрӑн инкек пуласси те инҫех мар.
Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре пурӑнатпӑр пулин те чӑвашла ҫырнӑ баннерсене, стендсене, учрежденисен ячӗсене курсан ачалла хӗпӗртетпӗр. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫӗнче нумаях пулмасть уҫнӑ культура ҫуртне аякран курӑнмалла пысӑк саспаллисемпе тӑван чӗлхепе ҫырни куҫа илӗртет.
Нумай ҫул хушши клубсӑр пурӑннӑ ялти культура ҫуртне ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӗҫлеттесре янӑ. Вӑл — 150 вырӑнлӑх.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «культура вучахӗнче вулавӑш та, санузел та пур. Юнашарах — спорт площадки, ҫуллахи сцена. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кунта Чӑваш патшалӑх академи театрӗн артисчӗсем «Ыйӑх ҫухатнисем» спектакль лартнӑ. Паян вара асӑннӑ культура керменӗнче республика пӗлтерӗшлӗ пӗрремӗш мероприяти иртнӗ. Унта Вӑрмар районӗн пӗрремӗш ҫур ҫулти социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ».
Вӑрмар район администрацине паянтанпа ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Ҫак должноҫе Андрей Васильева лартнӑ. Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма тӗв тунӑ кандидатсем хушшинче Петр Айвенов ятлӑ ҫын та пулнӑ. Анчах вӑрттӑн сасӑлавра Вӑрмар районӗнчи депутатсем Андрей Васильева кӑмӑлланине палӑртса уншӑн ытларах сасӑланӑ. Районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ ӗнер иртнӗ. Ҫӗнӗ пуҫлӑхӑн биографине район администрацийӗ сайтӗнче хальлӗхе вырнаҫтарманччӗ-ха.
Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Александр Тихонова ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, официаллӑ верси тӑрӑх, Александр Васильев хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ячӗпе заявлени ҫырнӑ.
Шыравҫӑсем Чӑваш Енри салтак виллин юлашкисене тупнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса пуҫ хунӑ.
Специалистсем салтакӑн ятне-шывне палӑртнӑ. Вӑл – Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ Фомин Михаил Иванович. Вӑл Хӗрлӗ Ҫарта стрелоксен 378-мӗш дивизийӗн стрелоксен 1256-мӗш полкӗнче ҫапӑҫнӑ.
Халӗ салтакӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Унӑн виллин юлашкисене 2016 ҫулхи кӗркунне Новгород облаҫӗнче тупнӑ. Михаил Фомина Березово ҫар комиссариатӗнчен Омск облаҫне илсе килнӗ. Шыравҫӑсем унӑн тӑванӗсем тупӑнасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |